Чӑваш Енре пурӑнакансем, ҫав шутра ял ҫыннисем те, йӑлари хытӑ каясшӑн малашне укҫа тӳлеме пуҫлӗҫ. Пӗр ҫын пуҫне 75 тенке яхӑн кӑларса хума тытӑнӑпӑр. Хулари е район центрӗсенчи хваттерсенче тӗпленнисем унччен те тӳленӗ-ха. Анчах ҫын пуҫне мар. Хваттер лаптӑкне кура.
Чӑваш Енӗн строительство министрӗ пулнӑ Владимир Михайлова ӗнер ӗҫрен хӑтарнине йӑлари хытӑ каяшсене турттарас енӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем республикӑра татӑлса пӗтменнипе сӑлтавлакансем те пур. Чӑваш парламенчӗн депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин пайташӗ Игорь Моляков каяша турттарасси ҫинчен ял ҫыннисемпе килӗшӳ туманнине палӑртнине «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат хыпарланинче тӗрӗсси пурах. Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗнче, сӑмахран, йӑлари хытӑ каяша турттарма пуҫланӑ. Вӑл тӑрӑхрисем каланӑ тӑрӑх, юпа уйӑхӗнче икӗ хутчен тиесе кайнӑ. Анчах килӗшӗве чылайӑшӗ алӑ пусман. Тӗрӗсрех каласан, алӑ пусма сӗнмен. Хӑшӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, килсерен 75 тенке яхӑн тӳлемелле. Апла пулсан ку ыйтӑва вырӑнсенче уҫӑмлатса пӗтерменни, чӑн та, сисӗнет.
Паян, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, IV ялти кинофестиваль вӗҫленет. Пилӗк кунлӑх кӑҫалхи мероприятие тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале темиҫе вырӑнта йӗркеленӗ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑна юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Пархикассинчи информаципе культура центрӗнче уҫнӑ.
Ун хыҫҫӑн киномобиль ытти района ҫул тытнӑ. Етӗрне районӗнчи Хучашри пӗтӗмӗшле тӗп пӗлӳ паракан шкулта, Элӗк районӗнчи Юнтапари ифнормаципе культура центрӗнче, Муркаш районӗнчи Калайкассинчи А.Г. Николаев ячӗллӗ вӑтам шкулта пулса кино кӑтартнӑ.
Ктнофестиваль вӑхӑтӗнче «Мое чувашское дело» тата «И.Я. Яковлев ҫамрӑксен чӗринче» документлӑ фильмсене кӑтартнӑ. Вӗсене «Чӑвашкино» киностудире тата электрон документацин архивӗнче хатӗрленӗ.
Чӑваш Енре миҫе упа пурӑннине шутланӑ. Нумаях май – 20 кӑна. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, упасен йышӗ пӗлтӗрхи пекех юлнӑ. Ун чухне те 20 чӗрчуна шута илнӗ.
Вӑрнар тата Шупашкар районӗсенче, ытти муниципалитетпа танлаштарсан, упа нумайрах: 5-шер пуҫ. Ҫавӑн пекех ҫак чӗрчунсем Улатӑр, Шӑмӑршӑ, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле районӗсенче пурӑнаҫҫӗ.
Палӑртмалла: хӑмӑр упана Чӑваш Енӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ, ҫавӑнпа ӑна тытма юрамасть.
Паян Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ психиатри пульницинчен обществӑшӑн хӑрушӑ пациент тухса тарнӑ. Ку 11 сехет тӗлнелле пулнӑ.
Атмалкин Александр Алекссевич унта суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн сипленнӗ. Вӑл 1991 ҫулта ҫуралнӑ, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнче пурӑнать. Атмалкин А.А. 2010 ҫулта ҫаратнӑшӑн, вӑрланӑшӑн тата машина хӑваласа тарнӑшӑн судпа айӑпланнӑ.
Тухса тарнӑ арҫын 170 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ хӗрлӗ сарӑ, кӗске. Хӑй ӗҫ тумне тӑхӑннӑ пулнӑ.
Паян Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрне Александр Иванова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслама йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ала пуснӑ. 119-мӗш номерлӗ ӗҫлӗ хута ЧР влаҫ органӗсен офицаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Михаил Игнатьев хушура палӑртнӑ тӑрӑх, Александр Степановича наградӑна «Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантарма тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн» пама йышӑннӑ.
Александр Иванов Муркаш районӗнче ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУран вӗренсе тухсан вӗрентекенте, шкул директорӗнче, Шупашкар район администрацийӗнче ӗҫленӗ. Кайран вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн Ертӳҫи те, Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи те, ЧР информаци политикин министрӗ те пулчӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, парламентӑн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн ертӳҫин ҫумӗ Александр Андреев Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри пӗрремӗш шкулта пулнӑ. Унта вӑл шкул ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ.
Вӗрентекенсемпе калаҫнӑ май Александр Андреев ашшӗ-амӑшӗ пилӗк кунлӑ вӗренӳ кунӗ ҫине куҫарма ыйтнине пӗлтернӗ.
Ҫынсен шухӑшне шута илсе 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ыйтӑм ирттерме палӑртнӑ. Тивӗҫлӗ йышӑну тусан ҫӗнӗлӗх ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен пурнӑҫа кӗме тытӑнӗ.
Пилӗк кунлӑ вӗренӳ эрни тусан хӑш-пӗр предмета сахалрах вӗрентме тытӑнассине асӑрхаттараҫҫӗ.
Депутат шкул стадионне тӑвас ыйтӑва та хускатнӑ. Ӑна е тир хыҫӗнче тумалла, е хальхи стадион вырӑнӗнче.
Храма виҫӗ хут ҫаратнӑ 54 ҫулти арҫын суд сакки ҫине ларнӑ. Ҫитменнине, ҫакскер аппӑшӗн укҫипе телефонне те вӑрланӑ. Шупашкар районӗн сучӗ палӑртнӑ приговорпа килӗшӳллӗн, арҫыннӑн 380 сехет ӗҫлемелле.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫӗртмен 18-мӗшӗнче, утӑн 24-мӗшӗнче тата ҫурлан 23-мӗшӗнче ҫак арҫын ӳсӗр пулнӑ, Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнчи чиркӳн чӳречине гвоздодерпа ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ. Ҫапла вӑл виҫӗ хутчен хӑтланнӑ. Арҫын чиркӳрен 5000, 300, 200 тенкӗ вӑрланӑ.
Ҫурлан 27-мӗшӗнче хайхискер тепӗр ялта пулнӑ. Аппӑшӗ чие ҫырли пуҫтарнӑ, кафтине карта ҫине ҫакнӑ. Арҫын унӑн кӗсйинчен телефон, 5 пин те 100 тенкӗ туртса кӑларнӑ.
Юлашки вӑхӑтра «Янлекс. Такси» лайӑхах мар енӗпе палӑрчӗ темелле. Ҫак таксире ӗҫлекен водительсем аварисене час-часах ҫакланаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Шупашкарта Ленин Комсомолӗн урамӗнче «Яндекс. Такси» 11-ти хӗрачана вилмеллех ҫапса кайнӑччӗ.
Ҫак таксипе пӑтӑрмах нумай пулнине кура Патшалӑх автоинспекцийӗ ӑна ҫирӗп тӗрӗслеме тытӑннӑ. Ведомствӑн «Контактра», «Инстаграм» халӑх тетелӗсенчи страницисенче ӳсӗр водителе тытса чарни пирки хыпар пур.
«Яндекс. Такси» службӑра ӗҫлекен водителе ӗнер, юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнче тытса чарнӑ. Ҫакнашкал водительсене асӑрхасан 62-00-22 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Карачура ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире 11 ҫын вилни, самосвал водительне икӗ уйӑхлӑха арестлени пирки сайтра хыпарланӑччӗ.
Водитель те, унӑн тӑванӗсем те вилнисен ҫывӑх ҫыннисенчен чунран каҫару ыйтнӑ. Ҫапах самосвал рулӗ умӗнче ларнӑ арҫын ку ун ҫинчи яваплӑха сирменнине пӗлтернӗ. Анчах вӑл ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫул-йӗр правилине пӑсман. «Йӑлтах ҫул-ҫинче чӑрмав сиксе тунине пула самантра пулса иртрӗ, – тенӗ водитель.
Халӗ самосвал рулӗ умӗнче ларнӑ арҫын тата унӑн тӑванӗсем авари самантне курнӑ ҫынсене шыраҫҫӗ. «Ун умӗнче ҫӑмӑл машина тата тепӗр самосвал пынӑ. Тен, кам та пулин мӗн те пулин курнӑ. Ҫак номерпе шӑнкӑравлма ыйтатпӑр: 89519990122», - пӗлтернӗ тӑванӗсем.
Унччен маларах самосвал водителӗ каҫару ыйтса ҫырнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, ку инкек унӑн ҫемйишӗн те питӗ пусӑк хуйхӑ.
Шупашкар районӗнчи Ишек пасарӗ ҫуннӑ. Ҫак йӗркесен авторне шанчӑклӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм сӗт-ҫу, аш-какай сутмалли ҫуртра алхаснӑ.
Пасар шӑматкунпа вырсарникун ӗҫлет. Паян унта кайнисем пасар уҫӑ пулнине пӗлтереҫҫӗ. Суту-илӳ тӑвакансем ятарлӑ ангарта мар, урамра, машинӑсем ҫинче, сутнӑ.
РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн сайтӗнче инкек пирки калани ҫак самантра ҫукчӗ.
Пасара кайнӑ ҫынсем унта пушар хуралӗн ӗҫченӗсене курнине пӗлтереҫҫӗ. Апла пулсан, ахӑртнех, тӗпчев пырать.
Ҫирӗплетмен ҫӑлкуҫсем тӗшмӗртни тӑрӑх хакласан, пасара такамсем тивертсе яма пултарнӑ имӗш. Анчах, тепӗр хут палӑртар, ку вӑл — сӑмах-юмах шайӗнче сарӑлнӑскер кӑна. Сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Логинов Георгий Павлович, чӑваш биохимикӗ, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 3 000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |